Ачасене чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарас, чи маттуррисене тупса палӑртас тӗллевпе Тӑвай районӗнче наци культурин «Туслӑх ҫулӑмӗ» район фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс иртнӗ: «Шевле» ӳнер конкурсӗ тата «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурс вӑйӑ.
«Шевле» конкурсра 6-9-мӗш классенче вӗренекенсем чӑваш литературинчи хайлав валли картина ӳкернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшуллӗн, Тӑрмӑш шкулӗнчи Валерия Андрианова ҫӗнтернӗ.
«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тӑватӑ станципе иртнӗ. Ачасем хӑйсем ваттисен сӑмахӗсене, чӑваш прозипе поэзийӗн классикӗсен каларӑшӗсене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем классиксен хайлавӗсене, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.
Ҫапла майпа «Туслӑх ҫулӑмӗ» фестивальте Тӑрмӑш шкулӗнчи Наталья Андреева ҫӗнтернӗ.
Красноярск енӗнчи чӑвашсен автономийӗн канашӗ вӑл тӑрӑхрисем чӑваш чӗлхи кунне ирттерме хатӗррине пӗлтерет.
Ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче унти хастарсем ҫак мероприятие епле йӗркелесе ирттерессине палӑртма черетлӗ хутчен пуҫтарӑннӑ. Чӑваш чӗлхи кунне инҫетри йӑхташӑмӑрсем ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уявлӗҫ. Аса илтеретпӗр, ҫав кун тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӑмӑр, мухтавлӑран та мухтавлӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне ирттернипе пӗрлех Красноярск чӑвашӗсем конференци те пухӗҫ. Анлӑ мероприятисен йышӗнче чӑваш чӗлхи урокӗпе Чӑваш Енри эстрада артисчӗсен пысӑк концертне те палӑртнӑ. Конференцире вара тӑван чӗлхепе халӑхӑмӑр культурине упраса хӑварас тесе крайра туса ирттерекен ӗҫсене тишкерӗҫ. Ҫак тӗлӗшпе мӗн туса ҫитерейменнине сӳтсе явнӑ май малашлӑх плансене те палӑртӗҫ.
Крайри чӑвашсен автономине йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫитнӗ май килес ҫул виҫҫӗмӗш съезд ирттерес ыйтупа та калаҫма шухӑшлаҫҫӗ.
Конференци тата чӑваш чӗлхи кунӗ Красноярск хулинчи Металлургсен проспектӗнчи 22-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Культура керменӗнче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланмалла.
Ака уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗнче «Янра, чӑваш чӗлхи!» чӑваш чӗлхин уйӑхлӑхӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн музейра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх класӗсем, лекцисем, уявсем иртӗҫ.
Мӗнпур заняти тӳлевлӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен малтан заявка памалла.
Тӗслӗхрен, «Асанне арчинчен», «Кӗпе уйра ҫитӗнни ҫинчен», «Айтӑр вӑййа тухар-и?», «Юрӑ-кӗвӗ йывӑҫӗ», «Ҫеҫпӗл Мишшин юрату поэми» тата ытти темӑсемпе занятисем иртӗҫ.
Пиҫиххи явас, тӗрлес, чустаран Нарспи хӗре ӑсталас тата ытти енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Шкул ачисем валли «Йӑлтах пӗлес килет!» пӗлӳпе тавракурӑм программи пулӗ.
Ӗлӗкхи чӑвашсен тумӗсем, хальхи тумтир, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, чӑваш календарӗ, чӑвашсен йӑли-йӗрки, чӑвашсен ҫырулӑхӗн историйӗ пирки лекцисем вулӗҫ.
Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче, Константин Иванов ячӗллӗ музейра экскурсисем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ.
Санкт-Петербургри Чӑваш наци культура автономийӗ ҫумӗнче Чӑваш чӗлхин клубӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет тесе пӗлтерет Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ.
Клуб пайташӗсем кашни юнкун Наци литературин вулавӑшӗнче пухӑнаҫҫӗ. Вӗсен хушшичне Питӗрте пурӑнакан йӑхташсем, вӗсен унта ҫуралнӑ ачисем. Нумаях пулмасть хулара Чӗлхесен фестивалӗ иртрӗ.
450 ҫынлӑ аудиторире чӑваш чӗлхи те янӑранӑ. Фестивале чӑваш пики Екатерина Данилова хутшӑннӑ.
Залра ларакансем чӑваш чӗлхин хӑйевӗрлӗхне палӑртнӑ май cacӑceм ҫемҫен илтӗннине, юрӑри пек юхса пынине сӑнанӑ, тӗрӗк чӗлхисенчен, ыттисенчен кӗнӗ cӑmaxceм пуррипе кӑсӑкланнӑ. Bӗceм чӑваш тата руна ҫырулӑхӗнчи пӗрпеклӗхсем, чӑваш тӗррин паянхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен те пӗлесшӗн пулнӑ.
— Хуравлама панӑ ыйтусене уйӑрса nӗp сехет те ҫитмерӗ, — тет кӑмӑллӑн Екатерина.
Тутар Республикинче чи лайӑх чӑваш шкулӗсене шыраҫҫӗ. Конкурса унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна чӑваш шкулӗсенче вӗрентекенсен тата вӗренекенсен пултарулӑхне ӳстерме, вӗрентӳ ӗҫне техникӑпа технологи тӗлӗшӗнчен хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркелеме хавхалантарс, вӗренӳ пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе ирттереҫҫӗ иккен.
Хутшӑнас текенсен sveta-elshel@mail.ru электрон почтӑна кӑмӑл тунине пӗлтермелле.
Тӳресем ҫак енсене пӑхаҫҫӗ: шкул ятне, кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла ҫырнине; шкул хӑтлӑхне; чӑваш чӗлхипе литературин пӳлӗмӗсен илемӗпе хӑтлӑхне; унти кӗнекесен, ҫырса хунисемпе вӗренмелли пособисен пуянлӑхне...
Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан чыслама палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан 25 пин тенкӗ тивӗҫӗ, иккӗмӗшшӗн — 15 пин; виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин.
«Ирӗклӗх» нумаях пулмасть тӗп суйлав комиссине суйлав бюллетенӗсене икӗ чӗлхепе пичетлеме ыйтса ҫыру ҫырнӑччӗ. Комисси «Ирӗклӗхе» хурав панӑ.
Савӑнмалли хыпар пӗлтернӗ унта. Кӑҫал суйлавра бюллетеньсене икӗ чӗлхепе — вырӑсла тата чӑвашла — пичетлеме шантарнӑ.
Аса илтермешкӗн: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ пуш уйӑхӗн варринче тӗп суйлав комиссине авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртекен суйлавра бюллетеньсене вырӑсла тата чӑвашла пичетлеме ыйтса ҫыру янӑ. Ҫав кун халӑх ЧР Элтеперне, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйламалла.
Суйлав комиссийӗ хуравра бюллетеньсем саккунпа килӗшӳллӗн икӗ чӗлхепе пулмаллине палӑртнӑ. Комисси суйлав умӗн кун пирки коллеги йышӑнӑвне тӑвӗ.
«Ирӗклӗх» палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли хальччен пулман. Чиновниксем икчӗлхелӗхе пӑхӑнма пӗрремӗш хут шантарнӑ.
Тюменьте ача-пӑча пултарулӑхӗн «Асамат кӗперӗ» наци пултарулӑхӗн 25-мӗш юбилей фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Унта Ямалти тата Юграри пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Фестивале кӑҫал 2,5 пин ытла конкурсант хутшӑннӑ.
Фестивальте Муравленко хулинчи «Шевле» ансамбль те хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Вӗсен унта хӑйсен чи хаклӑ туприне — ҫӗнӗ юрӑсене — илсе пынӑ. Ансамбль ҫавсене Ямалти хуласемпе ялсем тӑрӑх фольклор экспедицийӗсене ҫӳресе пӗрчӗн-пӗрчӗн пухнӑ. Кашни нотӑна ҫавӑрттарса илме ҫӑмӑлах пулин те чӑваш юррисене шӑрантаракансем хӑйсен ҫепӗҫлӗхӗпе, сцена ҫинче тытма пӗлнипе куракана тыткӑнланӑ.
«Шевле» ансамбле ҫӳрекен хӗрсем юрланипе пӗрлех тӗпчев ӗҫӗпе те аппаланаҫҫӗ. Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне тӗпчеҫҫӗ, йӑли-йӗркине тата чӗлхене хӑйне. Ушкӑна ҫӳрекен Марина Михайлова хӑй украинка пулин те ҫепӗҫ чӑваш кӗввине ытараймасӑр «Шевле» солистки пулса тӑнӑ. Ушкӑна ҫӳрекен тепӗр хӗр, Кристина Лебедева, Сургутран, Вӑл чӑваш пуканисем ҫӗлет. Тӑван чӗлхепе хитре калаҫнипе вӑл 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Шевлен» солистки Виктория Иванова «Вокал» номинацире ҫӗнтернӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ теме пулать — ӑна акан 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ открытка кӑларчӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакансемшӗн вӑл кӑмӑла каясса шанатпӑр. Открыткӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ ыттисен пекех — 20 тенкӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе кӑларнӑ открыткӑра Геннадий Волковӑн сӑмахӗсене вырнаҫтартӑмӑр: «Чӑваш чӗлхи ... пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ...»
«СУМ» лавккара ҫавӑн пекех ытти открыткӑсене, чӑвашла укҫа конверчӗ те туянма май пур. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тата ҫуралнӑ кун ячӗпе парнелемелли чӑвашла открыткӑсем кӑларма шутлатпӑр.
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла укҫа конверчӗ кӑларчӗ. Чӑвашла открыткӑсем кӑларакансем унччен пулнӑ пулсан ку япалана чӑвашла хатӗрлекен унччен пулманччӗ — кунта эпир пӗрремӗш утӑм тувакансем пултӑмӑр тесен суя пулмастех пуль. Укҫа конвертне эпир пӗр-пӗр уяв ячӗпе ҫыхӑнтармасӑр кӑлартӑмӑр — ҫапла май унпа темӗнле мероприятире те, темӗнле уявра та усӑ курма пулать. Укҫа конвертне симӗс тӗслӗрех хатӗрлерӗмӗр. Туянас шухӑш пулсан эсир ӑна «СУМ» лавккара 30 тенкӗпе илме пултаратӑр.
Ҫавӑн пекех нумай пулмасть эпир «Саламлатпӑр!» ятпа ятарлӑ салам открытки кӑларсаччӗ. Ӑна эпир ҫуркунне тӗсӗсемпе хатӗрленӗччӗ. Вӑл та «СУМ» лавккара пур, хакӗ — 20 тенкӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе тата Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пичетлесе кӑларма тӗллев лартса.
Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта педагогсем, журналистсем, ӑсчахсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Мӗн пытармалли, тӗрӗс епле ҫырмалли пирки паян тӗрлӗрен шухӑшлакан пур. Унчченхи правилӑсене тавӑрмалла текенсем те, нимӗн те тӗкӗнмелле мар шухӑшлисем те тупӑнаҫҫӗ. Паянхи конференцире тухса калаҫнисенчен хӑшӗсем пӗр сӑмахах иккӗлле ҫырма май паракан самантсене пӗтермелли шухӑшли те сисӗнчӗ. Библие чӑвашла куҫарнӑ Ева Лисина, сӑмахран, унчченхи правилӑсемпе ҫыракан сӑмахсем ӑнланмалларах та, тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать.
Шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен сехечӗ шучӗ чакса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм е пӗрле ҫырасси пирки тавлашни хисепе тивӗҫсӗр текен те тупӑнчӗ.
Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Петр Краснов та хутшӑнчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |